АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тăрмăш ялне – 450 çул

16 августа 2013 г.

Иртнe эрнере Тaрмaшра ял пуçланса кайнaранпа 450 çул тултарнине уявланa. Уява ял тaрaхeн пуçлaхe В.Разин уçнa, ял-йыша, килнe хaнасене паллa кунпа саламласа ырлaх-сывлaх, aнaçусем суннa. Тaван ял аталанaвне хaйсен ырми-канми eçeпе пысaк тÿпе хывнa, унaн чапне çeклеме хутшaннa ентешсене вaл чeререн тав тунa.

Уяв ячeпе ялав çeкленe, Тaрмaш ялeн гимне вылянa. Ялaн гербне те тунa. Гербпа ялава Чaваш Республикин тава тивeçлe вeрентекенe Владимир Ильич Разин художник aсталанa. Гимн сaмахeсене вaтам шкулта вeрентекен Вячеслав Гаврилович Сидоров, кeввине Николай Нилович Казаков композитор çырнa. Уяв ячeпе кaвакарчaнсем вeçтернe.

Хaнасем таçтан та пухaннa. Тaван ял вeсене, кирек açта пурaнсан та, илeртсе, хaй патне туртса тaрать. Ял пуçланса кайнaранпа 450 çул тултарнине уявлани пушшех те хaв çуралнa вырaнсене çитсе курмалли сaлтав. Уява хутшaнакансене район администрацийeн пуçлaхe Владимир Алексеевич Ванерке aшшaн саламланa, çирeп сывлaх, eçре çитeнÿсем, телей суннa. Нумай çул тÿрe кaмaлпа eçленeшeн ача сачeн заведующине Н.Ершована, врач офисeн медсестрине И.Николаевана, вaтам шкул учительне Р.Николаева Тaвай районeн Хисеп грамотипе наградaланa. Тaрмaшсене çавaн пекех район администрацийeн пуçлaхeн пeрремeш çумe Валерий Васильевич Чайкин, Тaрмaшран Елчeк районне куçса кайса çав ятпах никeсленe ял тaрaхeн пуçлaхe В.Н.Александров, Тaрмaшри çветтуй Николай Чудотворец ячeллe чиркÿ настоятелe Сергий атте, Шупашкар район администрацийeн представителe Б.В.Николаев, Енeш Нaрваш ял тaрaхeн пуçлaхe В.В.Петров тата ыттисем тухса саламланa. ЧР Патшалaх Канашeн депутачe В.Н. Иванов ячeпе aна пулaшакан В.Чайкин ял тaрaхне грамотaпа саламласа спорт хатeрeсем туянма спортмастер карттине (10 пин тенкeлeх), ял тaрaхeн пуçлaхне В.Разина, ял тaрaхeнчи депутатсен Пухaвeн депутатне В.Николаевана, библиотека заведующине Л.Андреевана «Единая Россия» политика партийeн регионти уйрaмeн тав çырaвeсемпе асaнмалaх парнесем парса хавхалантарнa.

Уявра ял тaрaхe ирттернe конкурссене пeтeмлетнe. “Чи лайaх килти хушма хуçалaх–2013” конкурсра Владислав Германович Семенов, “Чи илемлe, хaтлa çурт-2013” – Петр Николаевич Петров, “Кил умeнчи чи илемлe пeчeк пахча–2013” конкурсра Елена Петровна Семенова кил хуçалaхeсем çeнтерÿçeсем пулса тaнa.

Тaрмaшран тухнa паллa тeпчевçe-тавра пeлÿçeне, чaваш халaх академикне Эдуард Сергеевич Ушакова тава тивeçлe eçсемшeн “Чaваш халaх aслaлaхeсен тата искусствисен академийe” республикaри обществaлла организацийeн ертÿçи Е.Е.Ерагинпа Э.И.Патмар писатель А.В.Никольский орденeн 3-мeш степеньне парса чысланa.

Паллa хaнасем хушшинче Н.Казаков композитор, О.Ялугинпа В.Ясонов предпринимательсем, В.Щербаков тавра пeлÿçe "Елчeкри Тaрмaшран" тата ыттисем пулчeç.

Хaнасене К.В.Иванов ячeллe Чaваш патшалaх драма театрeн артисчe Сергей Иванов мaн асаттесен ырa йaлипе пит шaлли çине хунa çaкaр-тaварпа, кaпaкланса тaракан чaваш сaрипе кeтсе илнe. Программaна Л.Андреева библиотекарь лайaх ертсе пынa.

Пeрлехи вaйпа пысaк концерт кaтартнa. Унта ялти художество пултарулaх коллективeн членeсем кaна мар, нaрвашсен “Саймал”, тaвайсен “Тaвай ен”, елчeксен “Алмантай”, тушкилсен “Сурпан” ансамблeсем, çамрaксемпе ача-пaча коллективeсем, уйрaм юрaçсем хутшaннa. Чaваш Республикин тава тивeçлe артисчe Николай Димитриев хaйeн шÿтлe юррисемпе паллаштарнa. Суту-илÿ, ал-eçсен куравeсем йeркеленe уявра.

Тaрмaш – спортпа чи туслa ялсенчен пeри. Августaн 10-мeшe шaпах Физкультурник кунeпе пeр килчe. Çавна май ял уявeнче aмaртусемпе спорт вaййисен программи пуян пулчe. Кунта футболистсем, волейболистсем, кире пуканe çeклекенсем тупaшрeç. Каçхине чaваш эстрадин артисчeсем хaйсен пултарулaхeпе савaнтарчeç. Уяв фейерверкпа вeçленчe.

Çÿллe шайра уявларeç тaрмaшсем ял 450 çул тултарнине. Aна хатeрленнe май урамсемпе çуртсене, пÿрт умeсене тирпей-илем кÿрессипе чылай eç тунa. Ку сулaма малашне те çухатас марччe, вaйлатсах пырасчe.

В.ВЛАДИМИРОВ.

Сaн ÿкерчeксенче: ял уявeнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика