АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тăван ен тавралăхĕпе паллашса

6 августа 2013 г.

Хeрарaмсем район экономикипе социаллa сферaн тeрлe отраслeнче вaй хураççe. Çавaнпа пeрлех кил-çурт хaтлa, таса та çутa пултaр тесе ырми-канми тaрaшаççe вeсем. Чун панa пепкисемшeн темeн тума та хатeр. Мaшaрeсене aшa сaмахпа, ырa сeнÿпе пулaшса пыраççe. Чи лайaххине кaна тивeçлe асаннесемпе аннесем, аппасемпе йaмaксем.

Çакна лайaх aнланаççe пирeн çeр-шывра, Чaваш Енре, районта. Хeрарaмсен пит-куçeсем яланах савaнaçпа йaлкaшчaр тесе тeрлe eçсем туса ирттереççe, вeсен сывлaхне упрассишeн тимлеççe, çaмaллaхсемпе тивeçтереççe, мероприятисем йeркелеççe. Пeтeм тeнчери хeрарaмсен, амaшeсен, юратупа шанчaклaх кунeсем пур халь. Тeрлe конкурссенче, тупaшусенче, фестивальсемпе смотрсенче, канашлусемпе семинарсенче те активлaх кaтартаççe пирeн пурнaç никeсe пулса тaракансем. Çуллахи вaхaтра хeрарaмсен eçe татах хушaнать. Пахчара, кил хуçалaхра мeн чухлe тивeç кeтет вeсене.

Районти хeрарaмсен совечe çавaнпа аннесемпе аппасене кaшт та пулин канма, кaмaл-туйaмне çeклеме май туса пачe иртнe кeçнерни кун. Ял тaрaхeсен территорийeсенчи урамсене, организацисемпе предприятисен çурчeсен умeсене, кил хуçалaхсенчи пахчасене еплерех илемлетнине вырaнсене тухсах паллашрeç районти хeрарaмсен совечeн членeсем, ялсенчи канашсен председателeсем тата ял тaрaхeсен пуçлaхeсен çумeсем.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, халaха социаллa хÿтлeх паракан пай начальникe, Тaвай енри хeрарaмсен совечeн председателe Л.Аввакумова, социаллa аталанупа архив eçeн пай ертÿçи Н.Чайкина та хутшaннa ларaва.

Икe пeчeк автобуспа çула тухрaмaр эпир. Малтан Тaвайри вaтам шкул пахчинчи илем тeнчине çитсе куртaмaр. Районти чи лайaх вeренÿ çурчe тавра В.Кириллова шкул директорeпе учительсем тата ачасем юмах «çeр-шывe» туса хунa. Тeрлe тeслe чечексемпе симeс çулçaллa йывaçсем хушшине тараса, арман, вeçен кайaксен конструкцийeсене вырнаçтарнa. Ларса туслашмалли сак та пур. Кaçал тата фонтан та eçлеме пуçланa шкул пахчинче. Тaвайсем тавралaха aста илемлетме пултарнипе ытти районсенче пурaнакансем те килсе кураççe халь.

Енeш Нaрваш ялeнче те курмалли сахал мар. Пире ял тaрaхeн пуçлaхe В.Петров кeтсе илчe, вaл енeшнaрвашсемпе кушкaсен пурнaçeпе eçe-хeлe çинчен кeскен каласа кaтартрe.

Историпе мемориал музейe чaвашсене çутта кaларакансемшeн чылай тaрaшнa И.Яковлев уçнa шкулта вырнаçнa. Вaл хaйeн алaкeсене уçнaранпа экспонатсемпе чылай пуянланнa. “Музейре eçлеме çaмaл мар, историпе ытларах интересленекенсем кaна тивeçeсене кирлe шайра туса пыма пултараççe. Енeш Нaрваш ялeнче çуралса ÿснe, халe сумлa çeрте тaрaшакансем тата ыттисем тeрлe сeнÿсемпе экспонатсем парса савaнтараççe, вaй-хал кÿреççe. Çанa тавaрсах тaрaшас килет вара, çeнни, кaсaкли тупaнсах тaрать”,– шухaшне пeлтерчe Енeш Нaрвашри историпе мемориал музейeн директорe В.Петров. Владимир Васильевич хaйeн eçне чуна парса пурнaçланине вулакансем лайaх пeлеççe. Интереслe ыйтусем тaтaшах хускатать вaл, çырсах тaрать.

Музейре интереслe калаçу йeркелерe В.Петров, чылай çeннине пeлтeмeр, юлашкинчен тав тума та манмарaмaр.

Тaрмaшра пире çaкaр-тaварпа хирeç тухрeç ялти хeрарaмсен совечeн председателe Т.Ялугинапа членeсем, культурaпа информаци центрeнче eçлекенсем.

Библиотекaри калаçaва районти хeрарaмсен совечeн председателe Л.Аввакумова пуçларe. Тaрмaш ялe 450 çул тултарнине кeтсе илме хатeрленсе урамсене чылай тирпей-илем кeртни пирки пeлтерчe.

Унтан район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке сaмах илчe. Тaвай ен социаллa пурнaçeпе экономикине аталантарассишeн ултa уйaхра мeнле eçсем туни пирки каласа кaтартрe вaл, Республика кунне ирттерме хатeрленсе тавралaха илемлетме хастар хутшaннa хeрарaмсене тав турe, çирeп сывлaх, вaрaм eмeр, телейпе юрату сунчe. Пухaннисен ыйтaвeсем çине тeплeн хуравларe Владимир Алексеевич.

Унтан обществaлла пурнaçра активлaх кaтартакан хeрарaмсем ялти информаципе культура центрeн, чиркÿн eçe-хeлeпе паллашрeç, малашлaхра aнaçу сунчeç Тaрмaшра пурaнакансене.

–Пурте пeрле вaй хурсан, тавралaх еплерех илeртÿллe пулать ав. Хамaр пурaнакан вырaн кашни çын кaмaл-туйaмне çeклетeр, хeпeртесе пурaнма хавхалантартaр тесе çитес çул тата лайaхрах eçлемелле,– çапла килeшсе татaлчeç хeрарaмсем интереслe çул çÿреве вeçленe май.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: Тaрмaш ялeнче çaкaр-тaварпа кeтсе илнe самант; Тaвай шкулeн пахчинчи фонтан; районти обществaлла пурнaçра активлaх кaтартакан хeрарaмсемпе Виталийпе Владимир Петровсем Енeш Нaрваш музейeн çурчe умeнче.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: А.НИКИТИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика