АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » «Акконд» обществăпа тачă çыхăну тытса

30 июля 2013 г.

“Халaхпа пур eç те пулать, пeччен нимeн те пулмасть”, – тенe ватaсем. Нимене пухaнса çынна пысaк eç туса пулaшасси aруран-aрaва куçса пынa eлeк. Пeрле çанa тавaрса вaй хурсан пысaк ÿсeмсем тума май пуррине аван пeлеççe кооператорсем. Пeр-пeрне пулaшасси, ответлaх, вaй-хал, пуçарулaх, профессионализм, пысaк опыт асaннa eçeн никeсне çуллен хывaнсах пыраççe.

“Тaвайри кооператив” потребобщество районaн социаллa пурнaçeпе экономикине аталантарса пыма уйaхсерен пысaк тÿпе хывать. Тaвай енре Республика кунне çÿллe шайра ирттерессишeн чылай eçлерe ку коллектив. Хaш-пeр магазинсен тaррисене юсаса çeнетме май тупрeç вeсем. Тaвай ялeнчи Ленин урамeнчи “Çамрaклaх” кафе алaкeсене вaхaтра уçтaр тесе районти потребобществaра eçлекенсем хaйсен тeп тивeçeсене тунипе пeрлех строительсемпе юнашар кар! тaрса вaй хучeç. Тeплe юсав тунa хыççaн обществaлла апатланaвaн асaннa предприятийe Республика кунeнче хaнасене хапaлласах йышaнчe. Çeнетнe çeрте аякран килнисем хaйсене аван туйрeç. Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке уява хатeрленнe çeрте пуçарулaх кaтартнaшaн тав тунa “Тaвайри кооператив” потребобществaна та.

Пeтeм тeнчери кооперативсен кунне те лайaх паллa турeç тaвайсем. Унта чылай работнике тeрлe награда парса хавхалантарнa.

Чaвашпотребсоюзaн 120 çулхи юбилейне хатeрленсе пирeн кооператорсем ывaнма пeлмесeр тaрaшаççe, уява eçри ÿсeмсемпе кeтсе илеççe. Районти потребобществaна чылайранпа Вячеслав Николаевич Федоров aнaçлa ертсе пырать. Республика кунне паллa тунa чухне aна ЧР Патшалaх Канашeн Хисеп грамотине парса хавхалантарчeç. Çавaн пекех унта “Тaвай çaкaрe” тулли мар яваплaхлa обществaри Ирина Кузьмина – Чaвашпотребсоюз грамотине, обществaлла апатланура eçлекен Татьяна Васильева Чaвашпотребсоюзaн Тав хутне, Чутейри магазин сутуçи Валентина Мясникова “ЧР потребкоопераци ветеранe” хисеплe ят илчeç.

–Пирeн системaра 38 суту-илÿ предприятийe, чылайaшe уйaхри плана тултарса пырать. Обществaлла апатланaвaн 3 столовaйeпе 11 предприятийe те аван eçлеççe. Хатeрлевçeсем те мухтава тивeçлe, – тет “Тaвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров.

Кaçалхи ултa уйaх кaтартaвeсем савaнтараççe. Таварçаврaнaш калaпaшe, пeлтeрхи çак тапхaртипе танлаштарсан, суту-илÿре (14,6 процент), обществaлла апатланура (6 процент), хатeрлевçаврaнaш, (28 процент) ÿснe. Эмел курaкe пухасси аван пулса пырать. Ялсенчи кашни магазин сeт сутaн илет халaхран. Кооператорсен кaтартaвe ку енeпе кaçалхи ултa уйaхра, пeлтeрхи çак тапхaртипе танлаштарсан, 12 процент ÿснe.

“Тaвайри кооператив” потребобщество администрацийe системaра тaрaшакан суту-илÿ eçченeсемпе тaтaшах тeл пулса калаçать. Пeрле пухaнсан иртнe уйaхра eçленине сÿтсе яваççe, çитменлeхсене мeнле пeтермелли пирки канашлаççe, малашлaх тeллевeсене палaртаççe.

Иртнe кeçнерни кун вара калаçнипе кaна лaпланмарeç, çамрaк е малта пыракан eçтешeсем сентре умeнче хaйсене мeнле туйнине вырaна тухса паллашрeç.

Тeмер ялeнче хуçалaх тата апат-çимeç таварeсен магазинeсем eçлеççe. Вeсенче темиçе çул каялла кaна юсав eçeсем ирттернe, çынсене хaйсене тавар суйлама май туса панa.

Хуçалaх таварeсемпе, йaлари приборсемпе тeмерсене Ирина Большова сутуça тивeçтерет. Çынсен шухaш-кaмaлeпе интересленсех тaрать вaл, вeсен заявки тaрaх тeрлe тавар илсе килет. Магазинра таса, тирпейлe. Тeмерсем ку уйрaм eçeсемпе кaмaллa.

Апат-çимeç сутаканнинче чипер сутуçaсем – Екатерина Салмина, Татьяна Зайцева, Надежда Кучерова aшa кулaпа кeтсе илчeç пире. “Мeн туянасшaн? Пирeн пата килсе çÿрeр, эпир сире яланах хавас. “Тaвай çaкaрe” общество хатeрленe çaкaрпа булка изделийeсене туянaр, тин илсе килчeç, çемçе вeсем”, – чeвeлтетеççe çамрaкскерсем. Вeсем çапла ырa сунса йышaннaран мeн те пулин туянмасaр тухас килмест. Таварсене сентресем çине питe килeшÿллe вырнаçтарнa, хакeсене те курaнмалла çырнa.

Унтан кооператорсем магазин умeнче кeске канашлу ирттерчeç. Мeн лайaххи-начарри асaрхани пирки пeлтерме сeнчeç eçтешeсене, вырaнсенче те çавнашкал ырa лару-тaру тума май пурри пирки асaнчeç, суту-илÿ тaвакансене çынсемпе çывaхрах пулма, магазина кeнисемпе ытларах калаçмалли пирки палaртрeç. “Сутуçaсем тимсeр, чeмсeр пулсан, тавар туянакан хaвaртах каялла тухать”, – терeç. Вырaнта кaларакан тавара курaнмалла çeре вырнаçтарсан ытларах сутaнма пултарасси пирки те сaмах пуçарчeç канашлура. Эмел курaкeсем пухассине тата лайaхрах йeркелеме тeллев тытрeç юлашкинчен.

Çакaн хыççaн районти кооператорсем автомашинaсемпе Чутей ялe еннелле çул тытрeç. Унта Шупашкарти “АККОНД” обществaн “Пылак планета” ятлa уйрaмe уçaлмалла иккен. Сaмах май каласан, республикaра пылак çимeç кaларакансем кaçал 70 çулхи юбилейне паллa тaваççe. Aна eçри пысaк ÿсeмсемпе кeтсе илеççe общество членeсем. Тeрлe районсенче хaйсен таварeсен уйрaмeсем eçлессине йeркелеççe ав. Аккондçaсене чылайранпа Тенеялeнче çуралса ÿснe Валерий Николаевич Иванов пысaк хавхаланупа çул кaтартса пырать. Тaван ене те манмасть сумлa ентешeмeр, район малашлaхe пирки шухaшлать. Eне ферми eçлессине, сeт продукцийeсем вырaнтах хатeрлессине йeркелесе ячe В.Н.Иванов. Чaннипех те сулмаклa eçсем тaвать Тaвай еншeн ЧР Патшалaх Канашeн депутачe, çынсем валли районтах çeнe eç вырaнeсем тупать çапла. Хaйсем кaларакан пылак çимeçе тaвайсем ытларах тутанса савaнччaр тесе те тимлет. Паян районта çавнашкал виççeмeш уйрaм eçлеме пуçлать.

Чутей ялeнчи кооператорсен магазинeсенче юсав ирттернe хыççaн темиçе çул каялла килсе кайнaччe. Чaвашпотребсоюз председателe В.Павлов лайaх суту-илÿ тума, çынсемпе тачa çыхaну тытма сунса хaварнaччe ун чухне чутейсене. Валерий Михайловичaн aшa сaмахeсене асра тытаççe сутуçaсем, хaйсен тeллевeсене тивeçлe шайра пурнaçласа пыраççe. Нумайранпа eнтe Светлана Походкина, Надежда Алексеева, Валентина Мясникова – апат-çимeç таварeсемпе, Светлана Колотушкина кил хуçалaхра кирлe япаласемпе тивeçтереççe Чутей ялeнче пурaнакансене.

Ялти магазин умeнче çынсем хeвeшетчeç. “Етeрнери аш-какай комбиначe”, “Етeрнери сeт-çу”, “Акконд–торг”, “Акконд–агро фирма”, “Тaвайри кооператив” обществaсем, Универбаза хaйсен таварeсене рекламaлама хатeрленеççe. Тутанса пaхнa чухне кaмaла кайрe пулсан, çын çав тавара шыраса тупсах туянма пултарать-çке.

Суту-илÿ çурчeн умe уяври пек капaр. Тaррине “АККОНД” фирма магазинe, “Пeрлeхре – вaй” тесе çырнисене вырнаçтарнa. Чутейри апат-çимeç таварeсен магазинe ирхине çиччeрен пуçласа çирeм икe сехетчен, канмалли кунсемсeр çынсене aшшaн йышaнать. Промышленноç таварeсен магазинe унпа пeр çуртра, юнашар вырнаçнa. Тaххaртан пуçласа 18 сехетчен eçлет куллен. Шaмат кун вара 9–14 сехетсенче суту-илÿ тaвать. Апат вaхaчe – 12–14 сехетсенче, вырсарни кун канать.

Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке, унaн пeрремeш çумe, АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Чайкин, Чутей ял тaрaхeн пуçлaхe Лев Медведев килчeç кeçех.

–Чутей ялне те пысaк савaнaç çитрe. Паян эпир хамaр магазинра Шупашкарти “АККОНД” обществaн “Пылак планета” уйрaмне уçатпaр. Канфетпа печени ассортименчe пуян кунта, хакe те тивeçтермелле çынсене. Обществaн генеральнaй директорне Валерий Николаевич Иванова тав тaватпaр çeр eçченeсене çавнашкал парне кÿнeшeн. Кeрсех çÿрeр кооператорсен магазинeсене, эпир сире туллин тивeçтерессишeн тaрaшатпaр,– терe “Тaвайри кооператив” потребобщество ертÿçи Вячеслав Федоров. Владимир Алексеевич, Валерий Васильевич, Лев Иванович сaмах илчeç, ырa сунчeç чутейсене, кооператорсемпе туслa пулма сeнчeç. Чутейре пурaнакансем – Зинаида Иванова, Василий Цирульников тав турeç пылак çимeçсене ялтах туянма май туса панaшaн. Çитмeлтен иртнe Нина Мясниковапа Лидия Баринова тата ытти пенсионерсем те кaмaллa ял çыннисене çавнашкал тимлeх уйaрнaшaн.

“Пирeн кооператорсем маттур, хaйсен тивeçeсене лайaх пурнaçлаççe”, – пeлтерчeç вeсем.

Çакaн хыççaн пурте пeрле “Пылак планета” уйрaмри таварсемпе паллашрaмaр.

Çапла пeтeмлетрe çак кунсенче ултa уйaхри кaтартaвeсене “Тaвайри кооператив” потребобщество.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: Тeмерти магазин умeнчи канашлу; промышленноç таварeсене мeнле сутнипе паллашаççe; Чутейри магазинра уйрaм уçас умeн; С.Походкина, Н.Алексеева, В.Мясникова сутуçaсем.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: А.НИКИТИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика