АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Пурнăç ĕçпе туллии

16 июля 2013 г.

Ырa eçeн хакe пысaк. Çапла “Акконд–агро фирма” хупa акционерлa общество кaçал районта пуринчен малтан курaксем çулса выльaх апачe хатeрлеме тытaнчe, халe те пикенсех eçлет.

Канмалли кунсене те пaхмаççe. Мeншeн тесен кашни eçeн хaйeн вaхaчe. “Паянхипе кун пeтмест, ыран тата кун килет” тесе ура хуçса лармаççe. Çавaнпа ÿсeнет: апатсен хисепe те, вeсенчи тутлaхлa япаласем те. “Ку вaхaт тeлне пeрремeш хут çулнa люцернaран 2524 тонна сенаж, 600 тонна утa хатeрлерeмeр. Халe пeр çул ÿсекен курaксене çулма пуçларaмaр – унран тата 400 тонна ытла сенаж хыврaмaр. Малалла çулатпaр, малалла хыватпaр, люцернaна та иккeмeш хут çулма тытaнтaмaр”, – терe агрофирмaн тeп зоотехникe Алексей Максимов.

Алексей Владимировичпа иксeмeр эпир вырсарни кун выльaх-чeрлeх комплексeнче те, Тaвайри выльaх ферминче сенаж хывнa çeрте те, пeр çул ÿсекен курaксене çулса кушaхтаракан тата вeтетсе турттаракан уйра та пултaмaр. Пур объектра та eç аван пырать.

“Акконд–агро фирмaн” eне выльaх ферминче (комплексра) – 555 сaвакан eне. 6 уйaхра вeсенчен кашнинчен вaтамран 3193-шер килограмм сeт суса илнe. Халe талaкра кашнинчен çирeмшер килограма яхaн сeт сaваççe, 11 тонна паха продукци пухaнать кунне. Çакaнтан 10,5 тоннине сeт продукчeсем хатeрлекен цеха aсатаççe. Кaнтaрла иртнeччe eнтe, Анатолий Андреевич Николаев водитель сeте иккeмeш хут илме çитрe тaватa тоннaллa молоковозпа. Çапла вара вaл кунне виççe хутлать фермaран сeт цехне.

Eнесене икe витере усраççe. Кaнтaрла картишне уçaлма кaларнa. Витере кун каçа икe хутчен апат хутaшe (вaл симeс массaран, сенажпа силосран, концентратран тата ыттисенчен тaрать) çитернисeр пуçне eнесене картишeнче рулонланa утa панa. Шывe пaрaх тaрaх пырса тaрать автопоилкaсене. Иртнe кунсенче витесене черетпе дезинфекциленe. Çавaнпа eнесене те черетпе кaларма тивнe картишне – уça сывлaшпа хeвел ытамне. Вeсем выльaхсен организмeшeн физиотерапи процедурисем пекех.

Кaçал фермaра Республика кунe тeлне çeнe пaру вити хута кайнa. Вaл 300 пуçлaх. Унта халe 84 тына. Вaкaрeсене сутсах пыраççe. Пaрусене Валентина Петровна Васильева пaхать. Вeсем бетон урайeнче, анчах хулaн айсарaм çинче выртса тaраççe. Кaмaлeсем пулсан, картишне те тухса кeреççe. Ирeк панa пeчeкскерсене.

Пeрремeшпе иккeмeш eне витисем хушшинче – сeт блокe. Иккeмeш eне вити хыçeнче тин пaруланa пaрусене хeлле сивве хaнaхтарса усрамалли ангар пек хуралтa вырнаçнa. “Тынасем кунта парка та сывa çитeнеççe”, – пeлтерет тeп зоотехник. Вeсене амaшeсем çулласа типeтнe хыççaнах кунти клеткaсене куçараççe.

Пушмак пaрусене – пeтeленнисене тата пeтeлентермеллисене – секцисене уйaрса сивeсем пуçланиччен картишeнче усраççe. 230 пуç пурe. Карта хeррине столовaй йeркеленe – апат хутaшe валеçсе панa техникaпа. Eнесем валли те витене кeрсен çиме апат хутaшe парса тухнaччe.

Выльaхсене прогрессивлa меслетпе – искусственнaй майпа пeтeлентереççe. Икe уйaхран çие юлнипе юлманнине ректальлe майпа тeрeслесе пeлеççe. Палaртас пулать, eнесемпе пушмаксем кунта лайaх ÿтлe, платна. Пушмаксене 16–17 уйaхсенче, чeрe виçепе 400 килограма çывхарсан пeтeлентереççe. Ку вaл выльaхсен физиологийeшeн, aрат пахалaхeшeн, пулас çамрaк aрушaн, продуктивлaхшaн питe пeлтерeшлe.

Çакна та палaртмалла: таса, хaтлa ферма территорийeнче. Çав шутра – сенажпа силос траншейисем тавра та. Вeсем, унччен асaннaччe-ха, кaçалхи те, пeлтeрхи те пур. Технологие пaхaнса хывнaран пахалaхне çухатмаççe вeсем. Траншейaсене массaпа тулса пынa енчен пленкaпа витсех пыраççe. Масса нÿрeклeхне çирeп пaхaнаççe, aна хaватлa, йывaр тракторсемпе вaйлa таптаса пусaрaнтарса тaраççe пленкaпа хупличчен.

Акa Тaвайри сенаж траншейинче те Вячеслав Семеновпа Лев Степанов механизаторсем икe йывaр тракторпа Кейсипе тата MITSOBEPпа таптаса пусaрaнтараççe кун каçа, каçхине Юрий Храмов Кейсипе таптать. Машинaсем пeрин хыççaн тепри килсе тaраççe пeр çул ÿсекен курaксен вeтетнe массипе. Виталий Степанов пушатма пулaшать вeсене.

Уйра та eç вeрет. Дмитрий Ильин Канада косилкипе ай-яй епле сарлака та çaмaллaн çулать курaклaх культурaна. 7 метр ытла сарлакaш илет пeр харaс. Тутарсен иккен ку чаплa техника. Республика кунне Тaвайра уявланa чухне “Уй кунeнче” кaтартма илсе килнe те aна, “Акконд–агро фирма” общество вaхaтлaха усa курма илсе юлнa. Aнланатaп, туянас шухaш та вaрттaн та пулса канaç памасть-ха eнтe Вячеслав Павлович Иванов директора, анчах хакe питe пысaк. Кунтах кушaхнa массaна Владимир Данилов паккус тaвать. Aна Юрий Яковлев Ягуарпа пухса вeтетет тата кузовeсене çÿллeлетнe машинaсем çине тиет. Пeрлех консервантне те хушать масса çине. Александр Птичкин, Александр Иванов, Николай Михайлов водительсем черетреччe Ягуар хыçeнче. Ушкaнпа юрлама çеç мар, eçлеме те лайaх. Мeн пысaкaш уйсем пушанаççe кeске хушaрах. Eçне кура укçине те аван eçлесе илессе шанаççe. Eмeтленни eмeре кeскетмест. Eç ÿсeнет, ырлaх-пурлaх хушaнать.

И.ГЛАДКОВ.

Сaн ÿкерчeксенче: А.В.Максимов тeп зоотехник картишне уçaлма кaларнa eнесем патeнче; траншейaра таптакан Вячеслав Семенов; Дмитрий Ильин ют çeр-шыв техникипе викaпа сeлe хутaшe çулать; массaна вeтетсе тиекен Ягуар умeнче.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика