АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Икĕ мăшăра медаль пачĕç

9 июля 2013 г.

Раççейре 2008 çулхи утa уйaхeн саккaрмeшeнче Çемье, юратупа шанчaклaх кунне паллa тума пуçланa.

Петeр кнеç тата унaн мaшaрe Феврони ХIII eмeрте пурaннa. Вeсем пeр-пeрне питe хисепленe, юратнa, телейлe пулнa. Çeртме уйaхeн 25-мeшeнче (çeнe стильпе утa уйaхeн 8-мeшe) иккeшeн те чeрисем eмeрлeхе тапма чарaннa. Вeсене уйрaм пытарнa пулин те, темeнле майпа пeр тупaка куçнa. Петeрпе Феврони Муромскисене 1547 çулта чиркÿ соборeнче канонизациленe. Вeсен хaвачeсем Муромри Çветтуй Троица мaнастирeнче упранаççe. Петeрпе Феврони çветтуйсен юратaвe кашни çыншaн ырa тeслeх пулса тaрать.

Çемье, юратупа шанчaклaх кунне пирeн районта eнер Тaвайри ЗАГС уйрaмeнче паллa турeç.

Асaннa уява Улянкaри Валентина Ивановнапа Иван Иванович Ивановсене, Енeш Нaрвашри Галина Николаевнапа Николай Артемьевич Сергеевсене сума суса чeннe.

Вeсене район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке “Юратупа шанчaклaхшaн” медаль парса чыларe, пeр-пeрне aнланса, юратса 100 çула çитичченех пурaнма сунчe.

Ивановсем 1964 çулхи утa уйaхeн 25-мeшeнче пeр çемьене чaмaртаннa. Кeçех кедр туйне паллa тaвать сумлa мaшaр. Иван Ивановичaн eç стажe 45 çултан та иртнe, вeсенчен 33-шне Тaвайри юсавпа техника предприятийeнче инженерта тaрaшнa. Валентина Ивановна – шут eçченe, “Луч” ЯХПКра 33,5 çул вaй хунa. Aна “Eç ветеранe” медаль панa. Тaватa ача пaхса çитeнтернe пeр-пeрне куçран пaхса aнланаканскерсем, лайaх воспитани панa вeсене. Халe 10 мaнукне ÿстерме пулaшаççe.

Енeш Нaрвашри Галина Николаевна ял тaрaхeн пуçлaхeн çумeнче нумай çул eçлесе тивeçлe канaва тухнa. Николай Артемьевич eмeрeпе “Красная Чувашия” ЯХПКра вaй хунa. Халь пенсире.

Сергеевсем 1973 çулхи çeртме уйaхeн 18-мeшeнче мaшaрланнa. Нумаях пулмасть рубин туйне паллa тунa маттурскерсем. Ял-йышшaн ырa тeслeх пулса тaраççe вeсем. Хeрпе ывaлне, тивeçлe воспитани панa, Тaван çeр-шывшaн юрaхлa çынсем пулма хaнaхтарнa. Тaватa мaнук çитeнет Сергеевсен.

“Юратупа шанчaклaх” медаль – обществaлла награда. Aна 25 çул ытла пeрле пурaннa, çемье çирeплeхне упранa, ачисене лайaх воспитани панa мaшaрсене параççe.

Çÿлерех асaннa çемьесене ЗАГС уйрaмeнче тaрaшакан В.Новикова та саламланa уяв ячeпе, юбилейлa туйсен Хисеп кeнекине алa пустарнa. Савaнaçлa пулaма район администрацийeн халaха социаллa хÿтлeх паракан пай начальникe Л.Аввакумова, Енeш Нaрваш ял тaрaхeн пуçлaхe В.Петров, ытти çывaх тaванeсем хутшaннa, пысaк чыса тивeçлe пулнa Ивановсемпе Сергеевсене çамрaксемшeн малашне те ырa тeслeх пулма суннa.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: Улянкaри Ивановсемпе Енeш Нaрвашри Сергеевсем “Юратупа шанчaклaх” медаль илнe хыççaн.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Фотограф: В.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика