АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Аталан, чечеклен, тăван ен!

22 июня 2013 г.

 

Тaван енeм, аттелeх кeтесe... Сиртен хакли нимeн те пулассaн туйaнмасть. Кунтах пирeн асаттесемпе мaн асаттесем çуралнa. Кунти лапсaркка йaмрасен айeнче санaн ачалaху иртнe, сана çумaрe те, хeвелe те, çилe те лaпканa. Санaн тeнчÿ тaван килрен, тaван ялтан, тaван районтан пуçланнa. Çав çул çинче çитeнÿсемпе çухатусем те пулнa. Пурнaç вeсемсeр мар eнтe. Санaн юхан шывусемпе кÿллÿсем, улaх-çаранусем, вaрманусемпе катусем, шaнкaртатса юхакан çaлусемпе çaлкуçусем пире сиплeх, вaй-хал парса тaнa. Çавaнпа ытла савaк мар-ши эсe пирeншeн;

Тaвай районe – республикaри пeчeк районсенчен пeри. Унaн пeтeм лаптaкe те 52,2 пин гектар кaна, çав шутра ял хуçалaхeнче усa курмалли çeрсем – 35,7 пин, сухаласа акса-лартса тaракан çeрсем – 20,6 пин гектар. Халaх йышe те eлeкхинчен чакнa, паянхи кун 10 ял тaрaхeнче 16335 çын пурaнать. Пурнaç пeр вырaнта тaмасть, улшaнусем кeртет. Пур чухне те тeрeс теме те çук пуль хaш-пeрисене. Акa вaрça умeн районта 30 яхaн пeрлешÿллe хуçалaх пулнa. Паян вара вeсене шутлама алaри пÿрнесем те çитеççe. “Акконд–агро фирма” АХО, “Шимкусский”, “Красная Чувашия”, Ленин ячeллe, “Дружба”, “Чутеевский” ЯХПКсем, В.Г.Грачев, С.В.Хумышев тата ытти хaш-пeр фермер хуçалaхeсем тeп ял хуçалaх предприятийeсем шутланаççe.

Промышленность пирeн тaрaхра eлeкренех питех аталанман. Тaвайри кирпeч завочe, “Буяново”, “Дорстрой”, “Тaвай çaкaрe” тулли мар яваплaхлa обществaсем – тeп предприятисен шутeнче.

Районта çул-йeр хуçалaхe аван аталанса пынa. Республикaра малтисен шутeнче чылай яла район центрeпе асфальт çулпа, çавна май автобус маршручeсемпе çыхaнтарнa. Район центрeнчен пур еннелле те автобус çÿрет халe, Шупашкар, Вaрмар таранах. Çавна май Канаш, Шупашкар, Хусан хулисене кайса килессипе йывaрлaх çук.

Юлашки çулсенче автосервис eçe вaй илме тытaнчe. Район центрeнче автомойка уçaлчe, уйрaм çынсем автомобильсене юсассипе специализациленеççe, запас пайсемпе тивeçтересси лайaхланчe. Социаллa объектсем, пурaнмалли пысaк та хaтлa çуртсем çeкленеççe ялсенче. Иртнe çул чаплa спорт керменe – “Аль” комплекс хута кайрe район центрeнче. Нумай çемьепе çамрaкшaн вaл юратнa вырaн пулса тaчe.

Вак бизнес, туризм аталанас çул çинче. Çынсем унта укçа-тенкe хывма тытaнчeç.

Вeрентÿ, халaх сывлaхне сыхлас eçсем малалла аталанаççe. Районти тeп больницaпа поликлиникaра тeп юсав eçeсем туса ирттерчeç, çавна май врачсен eç условийeсем лайaхланчeç, сиплев çурчe хaтлaрах пулса тaчe. Палaртнипе килeшÿллeн ялсенчи фельдшерпа акушер пункчeсен çурчeсем те çeнелеççe.

Вeрентÿ eçe районта яланах тимлeхре пулнa. Шкулсенчи оптимизаци хыççaн вeрентÿ пахалaхe татах ÿсрe. Пирeн вeренекенсем республикaри, Раççейри олимпиадaсенче, наукaпа практика конференцийeсенче лайaх енeпе палaраççe, сумлa аслa шкулсене вeренме кeреççe.

Тaвайсем культура eçeнче яланах флагман шутланнa. Ку, тен, традицирен те килет. Вeт пирeн районтан чaваш халaхeн культури, литературипе искусстви çине пысaк витeм кÿнe çынсем сахал мар тухнa: Василийпе Геннадий Воробьевсем (Элпуç), Степан Максимов (Нaрваш), ун хыççaнхи aруран Александр Васильев, Николай Казаков, Юрий Григорьев (Тaрмaш) композиторсем, Илле Тaхти, Хумма Çеменe, Валентина Эльби писательсем, Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков, Павел Меркурьев художниксем, Григорий Спиридонов, Алексей Майраслов скульпторсем, СССР халaх артистки Вера Кузьмина, РСФСР тава тивeçлe артисчeсем Геннадий Терентьев, Николай Степанов, Валентина Трифонова тата ыттисем. Вeсем, паллах, çамрaк aру çине витeм кÿрсе пынa. Çамрaксем аслa aру çыннисен пархатарлa eçне малалла тaсаççe. Ачасен музыка шкулне çÿрекенсем республикaри, Раççейри конкурссемпе фестивальсене aнaçлa хутшaнаççe, дипломантсем пулса тaраççe, район чапне малалла çeклеççe. Тaвайри халaх тата ветерансен хорeсене, “Тaвай ен”, “Çaлкуç” ансамбльсене, Тaвайри, Ураскассинчи, Енeш Нaрвашри халaх театрeсене тата ытти пултарулaх коллективeсене куракан ялан хапaлласа кeтсе илет. Паянхи кун 10 ял тaрaхeнче 12 информаципе культура центрe eçлет, вeсем 23 культурaпа кану центрне пeрлештерсе тaраççe. Районта 2 музей, 27 библиотека, ял тaрaхeсем хушшинчи культурaпа кану центрe тата тeп библиотека.

Тaвай районeн тeп пуянлaхe – унaн хастар çыннисем. Çав пуянлaха пирeн упрамалла, aна пурaнма, eçлеме, вeренме тивeçлe условисем туса пама, халaх хушшинче сывa пурнaç йeркине çирeплетме тaрaшмалла.

Çeртме уйaхeн 24-мeшe – Республика кунe. Aна пуçласа 1995 çулта – Чaваш автономи облаçне йeркеленeренпе 75 çул тата Атaлçи Пaлхар патшалaхe чaмaртаннaранпа 1100 çул çитнe май – Патшалaх кунe ятпа – уявлама пуçланa. 2000 çулхи çу уйaхeн 4-мeшeнче ЧР Президенчe кaларнa Хушупа килeшÿллeн çeртме уйaхeн 24-мeшe – Республика кунe.

Тeп хулапа пeрле уява кaçал Тaвай районe йышaнe. Кунта ырa улшaнусем ыттисенчен ытларах. Сaмахран, Нaрваш салинче ял çыннисем фельдшерпа акушер пунктне, “Акконд-агро фирма” обществaра 300 вырaнлa пaру вити туса лартнине, Тaвай–Чутей–Пысaк Кайпaç çулaн, нумай хваттерлe 9 çуртaн юсавeсене вeçленине тата ыттине шута илнe.

Республика кунeпе, Акатуйпа сире пурсaра та!

И.СОЛОВЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика