АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Çĕнĕ объектсем уçнă, куравпа паллашнă

26 июня 2013 г.

 

Çитрe, тинех çитрe эпир кeтнe кун! Виçeмкун пирeн район çeрe çeр-çeр хaна йышaнчe!

Чaваш Республикин патшалaх уявне хaйсем патeнче йышaнма ывaнма пeлмесeр, хавхаланса, вaй хучe кaçал Тaвай ен халaхe. Çeртме уйaхeн 24-мeш кунe тeлне пирeн тавралaх палaрмалла çeнелсе улшaнчe.

Район центрeн тeп урамeнчи асфальтлa çул кeске тапхaрта сарлакаланчe, якалчe. Ун тaрaх çaмaл автомашинaсем ытти транспорт чaрмавсaр куçма пултарать халь. Унта та кунта çуртсем урaх “карттуспа” “кeпе” тaхaнчeç. Нумай хваттерлe пурaнмалли объектсем, “Çамрaклaх” кафе, кооператорсемпе уйрaм çынсен магазинeсем, пÿртсем хaйсен илeртÿллe фасачeсемпе иртен-çÿрен кaмaлне çeклеççe. Açта пaхатaн – унта тeрлe чечексен клумбисем, çав чиперккесен çeр-шывeнче пурaнатпaр иккен эпир. “Ырa сунса кeтсе илетпeр!”, “Тaвай çeрe аталантaр, чечеклентeр!”, “Тaвай ен: эпир пулнa, пур, пулатпaр” лозунгсене те куç хывмасaр иртейместeн. Йывaçсен çулçисем çумaрпа çaвaнса тасалнa, хeвел шевли çинче çeнeрех курaнаççe вeсем. Çут çанталaк тaвайсен маттурлaхне самаях тeрeслесе илчe пулин те, çынсен хавхалануллa кaмaлне кaшт та сÿрeклетеймерe çавра çил.

Уяв программи тaрaх ирхине тaхaр сехетре Вырaс салинче модульлe фельдшерпа акушер пункчe уçaлмалла. “ЧР ял халaхне малтанхи медицинaпа санитари пулaшaвe парассине çeнетмелли хушма мерaсем çинчен” ятлa Чaваш Республикин Пуçлaхeн Указне пурнaçа кeртсе тунa aна. Республика бюджетeнчен 1786,5 пин тенкe уйaрнa асaннa объекта çeклеме. Модульлe фельдшерпа акушер пункчe валли 142,9 пин тенкeлeх медицина оборудованийe туяннa.

Палaртнa вaхaт çитичченех пухaннa ял çыннисем. Хeпeртенипе ирех тaрса тухнa eнтe.

Кeçех çaмaл автомашинaсен кортежe курaнчe. “Республика Пуçлaхe килет”, – пaшaлтатрeç пeри те тепри.

Михаил Васильевич Игнатьевпа пeрле РФ Патшалaх Думин депутачe, вeрентÿ енeпе eçлекен комитет председателeн çумe Алена Аршинова, ЧР Патшалaх Совечeн Председателe Юрий Попов килсе çитрeç. Вeсене Министрсен Кабинечeн Председателeн çумe, ЧР сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министрe Алла Самойлова, район, райадминистрацин, Тaвай ял тaрaхeн пуçлaхeсем Владислав Васильев, Владимир Ванерке, Николай Васильев, Тaвай больницин тeп врачe Нина Бурдасовапа работниксем тата Вырaс салинче пурaнакансем кeтсе илчeç.

–Виçe çул хушшинче Чaваш Енре модульлe 100 фельдшерпа акушер пункчe eçлеме пуçламалла. Чи малтан вырaнта епле пулaшу панинчен те нумай килет çeр eçченeн eмeрe. Ялта сывлaхлa ачасем çуратса çитeнтерме экологи те лайaх. Çакaн хыççaн кунта пурaнакансен йышe татах хушaнасса шанатaп, – терe Чaваш Республикин Пуçлaхe, уяв ячeпе пурне те саламларe.

Унтан Раççей Федерацийeн Патшалaх Думин депутачe А.Аршинова, ЧР сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министрe А.Самойлова, район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке тухса калаçрeç.

Символла хaйaва каснa хыççaн фельдшерпа акушер пунктeнчи медицина eçченeсемпе пациентсен пÿлeмeсене, процедура тата эмелсем упрамалли кабинетсене кeрсе курчeç пухaннисем. Çeнe çуртра Надежда Филиппова медсестра eçлеме пуçлe. Кушкaпа Вырaс салинчи 374 çын (3 çулчченхи 84 ача, 35 инвалид, 1 вaрça ветеранe, 2 салтак арaмe, ветерансен çуртeнчи 11 ватa) сывлaхне пaхса тaрe вaл. Республика Пуçлaхне, район администрацийeн ертÿçине тата ыттисене тав турeç ял çыннисем çeр eçченeн сывлaхне упрассине пысaк тимлeх уйaрнaшaн.

“Уй кунe” курав республикaра 2006 çултанпа иртет. Унта агропромышленноç комплексeн организацийeсен, хресчен фермер тата уйрaм кил хуçалaхeсен ертÿçисемпе специалисчeсем, ял хуçалaх техникипе, сортлa вaрлaхпа, лартмалли ытти материалпа, ÿсен-тaрансене хÿтeлемелли препаратсемпе тата минераллa удобренисемпе тивeçтерекенсем хутшaнаççe. Курава пурe 100 ытла единица инновациллe ял хуçалaх техники тaратнa. “Дон 680 М”, “ACROS 530”, “Vector 410” тата ытти маркaллa комбайнсем, курaк çулмалли агрегатсем, тeрлe тракторсем, ÿсен-тaрансене имçамламалли оборудованисем, сеялкaсем, культиваторсем, сÿресем тата ыттисем те пурччe. Пурте паянхи кунпа килeшÿллe вeсем, eç вaйне перекетлеме май параççe. Чул хулари комбикорм хатeрлекен пeчeк завод чылайaшне кaмaла кайрe пулас, пeчeк тракторсене те куç хыврeç тата хaш-пeрисем.

“Акконд-агро фирма” çeрe çинчи курав тeрлe район çыннисене пeрле пуçтарчe çав кун. Ара, ял хуçалaх техникине çeнетсех пырас тeллев кашни коллектив ертÿçинех канaç памасть-çке.

Республика Пуçлaхe Михаил Игнатьев “Уй кунe –2013” курава пухaннисене уявпа саламларe. Ку мероприятие пуянлатма хутшaннa организацисене тата йeркелеме пулaшнисене тав турe. “Паян патшалaх политики ял хуçалaх таварeсем туса кaларакан пур йышши коллективсене те eçлеме лайaх условисем туса парас тeллевлe”, – тесе палaртрe вaл.

Курнипе кaна лaпланмарeç, техникaна eçре тeрeслесе пaхакансем те пулчeç. Ÿсен-тaрансене хÿтeлемелли эффективлa меслетсемпе паллашрeç çынсем, суту-илÿ килeшeвeсем турeç çав кун тата ытти те.

Сaмах май каласан, “Акконд –агро фирма” общество çичe çул хушшинче районта кaна мар, республикaра та палaрнa.

Ял хуçалaх eçeсем тума 3000 яхaн гектар çeр пур ку коллективaн. Пeлтeр 1942 тонна тырa тeшeленe общество членeсем, тухaç пeр гектар пуçне 19,4 центнерпа танлашнa.

Выльaх пaхассине те йeркеленe аккондçaсем. Вeсем кaçал пилeк уйaхра 2596 килограмм сeт суса илнe. “Агро–100” рейтинг пeтeмлетeвeсем пирeн районти “Акконд–агро фирма” общество чи лайaх 10 предприяти йышне кeнине çирeплетеççe. Нумаях пулмасть eне фермин территорийeнче çeнe пaру вити туса пeтерчeç маттурскерсем.

Куравра пулнa хыççaн Республика Пуçлaхe ертсе пыракан ушкaн “Акконд–агро фирма” обществaри выльaх пaхакансен çитeнeвeсемпе паллашма кaмaл турe. Михаил Васильевич Игнатьевпа ытти сумлa хaнасене Чaваш Республикин Патшалaх Канашeн депутачe Валерий Иванов тата çÿлерех асaннa общество директорe Вячеслав Иванов, ферма eçченeсем кeтетчeç.

–”АПК аталанaвe” приоритетлa наци проекчeпе килeшÿллeн, выльaх-чeрлeх eрчетессине хaвaрт аталантарас тeллевпе агрофирмaра eнесем валли – 2 тата пaрусен витисем, сeт цехe хута яма май килчe. 219,6 млн. тенкeлeх инвестиципе усa курнa, – хaйсен eçe пирки кeскен каласа кaтартрe Вячеслав Павлович.

Республика Пуçлaхe çeнe производствaпа паллашнa хыççaн выльaх пaхакансене çaмaл мар eçeнче aнaçу сунчe. “Çeнeлле шухaшласа eçлемелле пирeн. Рентабельлe предприяти пултaр тесе вaй хумалла”, – сeнÿ пачe вaл юлашкинчен.

Пaрусен çeнe витинчи тасалaх пурне те савaнтарчe. Çамрaк выльaхсем хaйсене курма килнисене шикленмесeр сaнарeç.

Уяв кунe Тaвайри Строительная урамра тата тепeр хитре объект – Тaвайри газ участокeн “Чувашсеть” акционерсен обществин Канашри районсем хушшинчи газ хуçалaхeн филиалeн çурчe – уçaлчe. Хeрлe хaйaва каснa çeре Чaваш Республикин Пуçлaхe Михаил Игнатьев, РФ Патшалaх Канашeн Председателe Юрий Попов, ЧР Строительство, архитектура тата пурaнмалли çурт-йeрпе коммуналлa хуçалaх министрe Олег Марков “Газпром межрегионгаз Чебоксары” тулли мар яваплaхлa, “Чувашсетьгаз” акционерсен обществисен генеральнaй директорe Кияметдин Мифтахутдинов тата ыттисем хутшaннa. Тaвайри газ участокeн начальникне В.Семенова топливaпа энергетика комплексeнче нумай çул тÿрe кaмaлпа eçленeшeн ЧР Строительство министерствин Хисеп грамотипе наградaланa.

Юлашкинчен хaнасем çeнe çуртри eç пÿлeмeсемпе паллашнa.

А.НИКИТИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика