АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ай, кĕрлерĕ те Тăвай енре уяв!

26 июня 2013 г.

 

Июнeн 24-мeшeнче – Чaваш Республикин патшалaх уявe – Республика кунe. Aна ирттермелли конкурса кaçал тaвайсем выляса илчeç. Тÿрех калaпaр, уяв aнaçрe, чи лайaххисенчен, чи кaмaллисенчен пeри пулса тaчe вaл.

Республика кунне паллa тума пирeн района Чaваш Ен Пуçлaхe Михаил Игнатьев, РФ Патшалaх Думин депутачe, вeрентÿ енeпе eçлекен комитет председателeн çумe Алена Аршинова, ЧР Патшалaх Канашeн Председателe Юрий Попов тата ытти хaнасем килнe.

Михаил Васильевич тaвайсене, уяв хaнисене Республика кунe ячeпе саламларe, ырa кун-çул, вaрaм eмeр сунчe. Кeскен республика пурнaçeпе паллаштарчe.

–Eнер кaна Шупашкарта Пeтeм Раççейри халaх пултарулaхeн “Раççей çaлкуçeсем” фестивалe уçaлчe. Эпир aна Чaваш Енре çуллен ирттеретпeр. Унта вуншар коллектив хутшaнать. Паян уявра сирeн районта пурaнакансем ытти регионсенчен килнe сакaр коллективaн пултарулaхeпе паллашма пултараççe, – терe Республика Пуçлaхe. – Уяв – уявпа, çав вaхaтрах кулленхи eçре те тaрaшаççe республика eçченeсем: пурaнмалли çуртсем, ача сачeсем, фельдшерпа акушер пункчeсем, çулсем тaваççe, шкулсене лайaхлатаççe, агропромышленноçа аталантараççe. 2015 çул тeлне садик черетне пeтермелле, шкул çулне çитмен пур ача валли те вырaн пулмалла.

Тaвайра та палaртнa вaхaта садик уçaлe. Сирeн вара йыш хушса пымалла. Юратупа килeшÿлeхре çуралччaр çав ачасем.

Тaвайсем Михаил Васильевич сaмахeсене ырласа йышaнчeç. Вeсенче малашлaха шанaçпа пaхни, чунри eненÿлeх курaнса тaчe.

Чaваш Республикин Пуçлaхeн Указeпе килeшÿллeн районти тeрлe отрасльсенче нумай çул тÿрe кaмaлпа eçленeшeн хисеплe ятсем пачe вaл. Aна тивeçнисем хушшинче В.Г.Грачев хресчен фермер хуçалaхeн eне сaвакан операторe Галина Георгиевна Шашкова, Тaвайри вaтам шкулта географи вeрентекен Елена Германовна Павлова, район больницин тeп врачe Нина Николаевна Бурдасова, Елена Николаевна Саперова операци сестри. Тaвайри вaтам шкулти Луиза Нефалимовна Самсонова физика вeрентекене, “Акконд–агро фирмaн” техник-осеменаторне Венера Геннадиевна Иванована Республика Пуçлaхe Тав хучeсем пачe. Кармалти хресчен фермер хуçалaхeн пуçлaхe Валерий Геннадьевич Грачевпа “Акконд–агро фирма” механизаторне РФ Ял хуçалaх министерствин Хисеп грамотипе наградaланa. “Шимкусский” ЯХПК электрикне Валерий Иванович Максимова, “Акконд– агро фирмaн” зоотехник-селекционерне Галина Владимировна Павлована ЧР Ял хуçалaх министерствин Хисеп грамотисене парса чысланa.

Уяв ячeпе районта пурaнакансемпе килнe хaнасене çавaн пекех РФ Патшалaх Думин депутачe Алена Аршинова, ЧР Патшалaх Канашeн Председателe Юрий Попов саламласа aнaçусем суннa. Юрий Алексеевич eçри çитeнÿсемшeн “Тaвай кооперативe” потребобщество канашeн председательне Вячеслав Николаевич Федорова, “Чутеевский” ЯХПКри Нелля Николаевна Шамбулинана ЧР Патшалaх Канашeн Хисеп грамотисене парса хавхалантарнa.

Сaмах район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке илет.

–Ырa кун, Михаил Васильевич, юратнa ентешсем, хаклa хaнасем! Районта пурaнакансем Республика кунне кунта ирттерме йышaннине çав тери хавхаланса кeтсе илчeç.

Республика кунeпе пeрлех чaваш йaли-йeркипе паян Акатуй та иртет. Çурхи уй-хир eçeсене aнaçлах вeçлерeмeр. “Акконд–агро фирма” общество ял хуçалaх культурисене агротехника тeлeшeнчен чи лайaх вaхaтра тата пысaк пахалaхпа акса хaварчe, aна I степеньлe дипломпа наградaланa. 2-мeш вырaн “Чутеевский”, 3-мeш “Шимкусский” ЯХПКсем (ертÿçисем В.П.Гуринпа Ю.А.Алексеев) йышaнчeç. Хресчен фермер хуçалaхeсем хушшинче çурхи уй-хир eçeсене С.Н.Михайлов, Л.В.Канясев, Н.В.Морякова, С.В.Хумышев лайaх йeркелесе ирттернe. Ленин ячeллe ЯХПК механизаторe Петр Николаевич Николаев ака чемпионe пулса тaчe. Паян çак сцена çинчен малтисене чыслама мана питe кaмaллa, – терe Владимир Алексеевич. Дипломсемпе пeрлех хастар eçченсене хаклa парнесем те пачeç. Вуншар eçчен хaйeн кулленхи тaрaшуллa eçeпе район администрацийeн Хисеп грамотисене, производствaри çитeнÿсемшeн хаклa парнесене тивeçлe пулчe. “Тaвай çaкaрe” тулли мар яваплaхлa обществaри Ирина Владимировна Кузьмина Чaвашпотребсоюз грамотине, обществaлла апатлану буфетчици Татьяна Григорьевна Васильева Чaвашпотребсоюзaн Тав хутне, Чутейри магазин сутуçи Валентина Николаевна Мясникова “Чaваш Республикин потребкоопераци ветеранe” хисеплe ята тивeçрeç.

“Россельхозбанкaн” регионти филиалeн директорe И.Н.Письменская тата Раççей Перекет банкeн Чaваш Республикинчи уйрaмeн управляющийeн çумe А.А.Пищик хaйсен услугисемпе анлaн усa куракан коллективсене – “Тaвай кооперативe” потребобществaна, Тaвайри кирпeч заводне, “Янтиковская” управляющи компание, хресчен фермер хуçалaхeн пуçлaхне С.Михайлова, “Акконд–агро фирма” обществaна, В.Кузьмин предпринимателе, В.Грачев хресчен фермер хуçалaхне, Тaвай ял тaрaхeн администрацине, килти хушма хуçалaх тытакан Г.Петрова хаклa парнесем парса хавхалантарчeç. Халaх хaйeн мухтавлa ывaл-хeрeсене чыслани – eмeртен пыракан ырa йaла.

Пирeн районти пeр акатуйра та çавaн чухлe халaх пулман. Тeрeссипе, ура пусма вырaн çук темелле. «Аль–ДЮСШ» физкультурaпа спорт комплексeн стадионне пырса кeрсенех, ретeн-ретeн “хaнасене йышaнмалли çуртсем” вырнаçнa – районти ял тaрaхeсен хaйне евeр визиткисем кусем. Вeсем ял тaрaхeн характеристикипе паллаштараççe, унта пурaнакансен eçне-хeлне, йaли-йeркине сaнласа параççe.

Алa eçeсен куравeсем пуян содержаниллe. Вeсенче хамaр районти aстасен eçeсемпе кaна мар, Шупашкартан, ытти районсенчен килнe предпринимательсен eçeсемпе паллашма, вeсене туянма пулать. Акa пeр кeтесре шaхлич сасси илтeнет. Çав тери çыпaçуллa кaларать-çке хуçи асатте-асаннесен кeввине. Сасa тaрaх кайса шыраса тупрaм хуçине. Паллашатaп унпа: Нина Ивановна Игнатьева, Вaрнар районeнче çуралса ÿснeскер халe Шупашкарта пурaнать. Темле тетте те пур ун сeтелe çинче. Шaхличсем, тумлантарнa пуканесем, пeчeк шaнкaравсем – пурте тaмран тунaскерсем. Шутламан та шaхличeпе çавaн пек асамлa кeвe выляма пултарасса. Вунa çул ытла аппаланать тетте-сувенирсемпе. Хaйне евeр пeчeк эртел те йeркеленнe унaн. Стадионта ретeн-ретeн суту-илÿ палаткисем, прилавоксемпе стеллажсем. Атa-пушмак, çaмaл çи-пуç, çимелли – мeн кaна сутмаççe! Уйранах компрессорпа вeрсе хaпартнa горкaсем домна пек курaнса лараççe, вaтамми, саççим чaнки, тeрлe батутсем, пeчeк карусельсенчен пуçласа чaн-чaн карусель таранах. Пур-ха халaхран тухнa Кулибинсем... Акa пeри “шап-шап” трактортан “пaравус” aсталанa, резина кустaрмаллa 2 вакун кaкарса янa та Чапаев урамe тaрaх уяв çыннисене, ача-пaчана каллe-маллe ярaнтарать. Шалта стадионра рельс тaрaх чупакан пeчeк трамвай-машинaсем, çeр тaрaх батарейкaпа çÿрекен машинaсем, ярaнакан акaшсем – тем те пур ача-пaчашaн eмeрлeхе асра юлмалли. Укçине кaна ан хeрхен.

Çeнe Шупашкартан А.И.Тихонов ячeллe ут спорчeн клубe те хутшaнчe уяв мероприятийeсене, сахал мар куракана пухрe хaй тавра. Хeрсемпе йeкeтсем утсене ларса пырса та, ура çинче тaрса та, айккинче йeнертен çакaнса пырса та чуптарчeç. Вaй-хал та, ал-ура çирeплeхe те, хaюлaх та кирлe ку номерсене кaтартма.

Уяв сцени çинче тeрлe тумлa халaх çыннисене курма пулчe. Мир, ырa кaмaл элчисем теме пулать вeсене. Кусем – Шупашкара Пeтeм Раççейри халaх пултарулaхeн ХХI фестивальне килнe хaнасем. Сакaр пултарулaх коллективe хутшaнма кaмaл тунa Тaвай районeнчи уява. Тaвайсен Краснодар крайeнчен килнe “Хуторяночка” ансамблeн, Комири “Асыв” халaх хорeн, Карелири “Каrjala” фольклорпа этнографи ансамблeн, Иваново облаçeнчи “Злата Русь” халaх ансамблeн, Калмыкин “Topra” хореографи халaх ансамблeн, Дагестанри “Айланай”, Рязаньти “Звонница” ансамбльсен, Кемeрти “Сибирские выкрутасы” халaх ташшисен ансамблeн пултарулaхeпе паллашма май пулчe. Шутлатaн та, тeлeнмелле пуян иккен пирeн Раççей культури. Кунта Кубань тaрaхeнчи казачкaсемпе вырaссен чуна тивекен, тaсса юрламалли çепeç те янaравлa юррисем те, Кавказ халaхeсен ирeклe те хaвaрт хусканaвeсемпе хaватлa сассисем – вeсенче сaрт-тусен мaнаçлaхне туятaн, Кемeр чaвашeсене, хамaр тaвансене йышaннa пек йышaнатaн. Пирeн тaрaхри чaвашсем пeр eмeр каялла унта кайса Михайловка ялне никeсленe, çыхaну вара паян кун та татaлмасть. Пeр-пeрин патне кайса çÿресси, пeр-пeрне çывaх тaвансем пек йышaнасси йaлара.

Тeрлe регионсенче пурaнсан та, тeрлe чeлхепе калаçсан та пирeн пeрлехи кил – аслa Раççей. Культура вара пурне те çывaхлатать, культура чeлхи пуриншeн те aнланмалла. Çавaнпа та Дагестанран килнe хeрсемпе йeкeтсем хaйсен пултарулaхне кaтартнa чухне, вaйa картине çaпата сырнa, килте тeртнe пир-авaртан çeленe кeпе тaхaннa е паянхилле тумланнa хeрарaмсемпе çамрaксем тухса лезгинка çеммипе ташлама тытaнсан, чунтан савaнтaм. Кусем тушкилсем пулчeç иккен. Епле маттур илтерчeç вeсем ташша Людмила Камасева ертсе пынипе. Дагестан представителeсем хaйсен культури чaвашсене çывaх пулнине асaрхамасaр тaма пултараймарeçех пуль тетeп. Концерт пeтeмпе 4 сехете тaсaлчe.

Спорт aмaртaвeсемпе вaййисем каçченех пычeç. Волейболла кaна 12 команда вылярe, çамрaк футболистсем мини-футболра тупaшрeç, пилeке пиçиххи çыхса кeрешрeç, алa вaйe виçрeç, кире пуканe çeклерeç (çав шутра хeрсем те), шашкaлла, шахматла вылярeç. Aмaртакансем хушшинче хaнасем те пулчeç.

Каçхине сценaна Шупашкартан килнe “Çеçпeл” ансамбльпе “Nota G” ташa ушкaнe тата “Радио-сигнал” ушкaн йышaнчeç. Концерт умeн район администрацийeн пуçлaхe В.Ванеркепе унaн çумe-вeрентÿ пайeн пуçлaхe В.Шакров кaçал вaтам шкултан питe лайaх паллaсемпе вeренсе тухнa çамрaксене ылтaн тата кeмeл медальсем пачeç. 23 сехетре стадионта фейерверк пулчe, тÿпенелле тeрлe тeслe хeм сапакан петардaсем çeкленчeç. Уяв халaхe дискотекaра ташласа савaнчe.

Республика кунне Тaвайра ирттермелли чыса çeнсе илни лайaх. Анчах aна хатeрленмелле, çынсене килeшмелле йeркелемелле. Тaвайсем ку енeпе те намaс курмарeç. Халиччен пулман чаплa уяв йeркелесе ирттерме пултарчeç. Çавaнпа та aна хатeрленсе район центрне тирпей-илем кeртме хутшaннa пур çынна та чeререн тав сaмахe каламалла. Кашни eç коллективe, пенсионерсемпе шкул ачисем таранах тасатрeç, сaрларeç, чечексем лартрeç, клумбaсем турeç, çÿп-çапа пуçтарчeç. Тaвай тaрaхeнчи тата кÿршe районсенчен килнe суту-илÿ eçченeсене, уйрaм предпринимательсене, спонсорсене пысaк тав сaмахe каламалла. Пурте пeрле тaрaшни харама каймарe, Тaвайра уяв-тaк уяв пулчe! Вaл нумайлaха çынсен асeнче юлe, районта пурaнакансене тата тaрaшарах eçлеме хавхалантарe.

И.СОЛОВЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика